Ҫӗнӗ Шупашкарта маршруткӑсем ҫинче билет хакне ӳстересшӗн. Хальхи вӑхӑтра укҫапа тӳлесен 24 тенкӗ кӑларса памалла. Карттӑпа тӑк – 22 тенкӗ.
Хаксем хӑпарсан билет хакӗ 24 тата 26 тенкӗ пулӗ. Ку улшӑну 12-мӗш, 14-мӗш, 15-мӗш, 17-мӗш, 20-мӗш, 20-мӗш «к», 21-мӗш маршруткӑсене пырса тивет. Тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хаксем хӑпарни топливо, шина хакӗсем, ӗҫ тӳлевӗн фончӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ.
Тролейбуссенче мӗнле пулӗ? Ҫавӑн пекех пулӗ, билет хакланмӗ. Унта укҫан тӳлесен 20 тенкӗ памалла, карттӑпа – 18 тенкӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хевел» компание ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе тӑма тытӑннӑ. Тилхепене Зоя Санджиевӑна тыттарнӑ. Ку хыпара республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче паян пӗлтернӗ.
Зоя Санджиева предприяти директорӗ пулса кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен ӗҫлеме тытӑннӑ. Унччен те вӑл ҫав компанирех тӑрӑшнӑ. Маларах хӗрарӑм компанин «Хевел Региональная генерация» хушма организацине ертсе пынӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти заводӑн хӗвел модулӗсене 2021 ҫулта Калмӑк Республикинчи, Свердловск тата Оренбург облаҫӗсенчи, Краснодар крайӗнчи, Казахстанри хӗвел электростанцийӗсене тума ӑсатнӑ. Хӑш-пӗр продукципе хамӑр ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи уйрӑм ҫынсен килӗнче те усӑ кураҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тӗл пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 16-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен харӑсах темиҫе ача паян чирлесе ӳкнӗ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче 9 сехет те 52 минутра ҫырнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 7 сехет тӗлне илсен шкула 167 ача пыман, вӗсенчен 47-шӗ тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, 35 ачан варӗ пӑсӑлнӑ, хырӑм ыратнипе 8-ӑн аптӑранӑ, 3-ӗн — ҫивӗч респиратор чирӗпе. 1 ачана больницӑна вырттарнӑ. 45 ача амбулатори мелӗпе (килте) сипленет.
Чир сӑлтавне палӑртассипе Роспотребнадзор управленийӗ ӗҫченӗсем тата тухтӑрсем ӗнертенпе ҫине тӑраҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫыннӑн телефонӗ ҫине банк карттипе лавккара тавар туянни пирки пӗлтерекен смс хыҫҫӑн смс килме тытӑннӑ. Кашнинчех - 1 пин тенкӗрен сахалрах. Арҫын хӑйӗн карточкине ҫухатнине ӑнлансан ӑна блокировка тунӑ та кун пирки полицие кайса пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем ҫакна палӑртнӑ: ҫав карточкӑпа Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи тӗрлӗ лавккара пӗр ҫыннах ҫине-ҫине тавар туяннӑ. Ҫак ҫын ку хуларах пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, карточкӑна урамра тупнӑ та тӳрех лавккана кайнӑ. Унтан ют ҫын банк карттине ывӑтнӑ.
Хӗрарӑм арҫынна кӳнӗ тӑкака саплаштарнӑ. Ҫапах ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Астӑвӑр: ют ҫын карточки ҫинчи укҫана тӑкаклани вӑрланипе танах.
Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче арҫын лавккаран эрех вӑрлама пуҫланӑ. Ҫакна унта апат-ҫимӗҫ туянма кӗнӗ полицейскисем курнӑ.
19 сехет те 31 минутра полици ӗҫченӗсем Ирина Москирякова тата Анжелика Иванова Совет урамӗнче вырнаҫнӑ лавккана апат-ҫимӗҫ туянма кӗнӗ. Вӗсен ун чухне канмалли кун пулнӑ.
Тавар туяннӑ май полицейскисем пӗр арҫын эрех кӗленчине йӑтса тахма хӑланнине асӑрханӑ. Лешӗ тухса тарма пуҫтарӑннӑ, кусем вара ун хыҫҫӑн чупнӑ.
Пӗр полицейски тӳрех полицие шӑнкӑравланӑ. Полици нарячӗ ҫитиччен вӗсем арҫынна хӑваласа ҫитсе тытса чарнӑ.
46 ҫулти арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Хальхинче те ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Раҫҫейре электротранспорт валли инфраструктура хатӗрлессипе пилотлӑ сӑнав ирттерме йышӑннӑ. Электромобильсемпе электробуссем валли зарядка станцийӗсене федераци пӗлтерӗшлӗ ҫулсем хӗрринче тата ятарлӑ территорисенче туса лартӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Пилотлӑ эксперимент 2024 ҫулччен пурнӑҫа кӗрӗ. Унта 16 территорипе пӗр автомагистраль кӗнӗ.
2022 ҫул тӗлне зарядка инфраструктурине Краснодар крайӗнче, Крымра тата Севастополь хулинче, Ленинград, Мускав, Чулхула, Сахалин облаҫӗсенче, Тутарстанра туса лартмалла. Пилотлӑ ҫул вара «Дон» М-4 федераци трасси тесе йышӑннӑ.
2023 ҫул тӗлне зарядка станцийӗсем Владимир, Воронеж, Калининград, Липецк, Ростов, Тула облаҫӗсенче, Приморье тата Ставрополь крайӗсенче, Чӑваш Енре, Мускавра тата Питӗрте пулӗҫ.
Шупашкарта – 32 станци, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 2, Етӗрне, Куславкка, Ҫӗрпӳ районӗсенче – 2-шер, Куславкка районӗнче – 2, Шупашкар районӗнче — 4, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче — 1-ер.
Шупашкарта ҫынсем машина тӑррине чӑрӑш лартнӑ водителе асӑрханӑ. Вӑл тӗрлӗ тӗспе йӑлтӑртатнӑ. «Волгӑна» гирляндӑпа тата мишурапа илемлетнӗ.
Ҫынсем «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, машина Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкар еннелле кайнӑ.
«Ҫул тӑршшӗпех манпа пычӗ. Ахӑртнех, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульници 60 ҫултан аслӑрах пациентсен хушшинче конкурс ирттерт. Анчах унта кӑшӑлвирусран вакцинациленнисем ҫеҫ хутшӑнаяҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен пульницӑн кирек хӑш прививка тумалли пунктӗнче пӗрремӗш компонентпа вакцинациленмелле. Кайран вӗсене код ҫырнӑ флаер параҫҫӗ.
Конкурса кашни тунтикун пулӗ, ӑна пульницӑн Инстаграмри страницинче тӳрӗ эфирта ирттерӗҫ. Ҫынсен тонометр, дезинфекци тумалли хатӗр, ытти япала выляса илме шанчӑк пур. Конкурс кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗччен пырӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 11 сехет те 50 минутра Сӗнтӗрвӑрри районӗнче рейс автобусӗ ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
«Сӗнтӗрвӑрри – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен 222-мӗш ПАЗ автобус «Фольксвагенпа» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина транспорт килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Иномарка водителӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Вӑл 58 ҫулта пулнӑ.
Автобусра 20 яхӑн ҫын пулнӑ. Водитель тата виҫӗ пассажир тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ирхи 6 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи 29-мӗш ҫурт патӗнче пӗр хӗрарӑм арҫын ачана тупнӑ. Ача ҫиелти тумсӑр пулнӑ.
Пӗчӗкскере пульницӑна илсе кайнӑ. Мессенджерсенче Винокуров урамӗнче ачана тупни пирки, унӑн сӑнне сарма тытӑннӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тупӑннӑ.
Мӗн пулса иртнӗ-ха? Ашшӗ-амӑшӗ ӗҫе кайнӑ. Арҫын ачана 14 ҫулти аппашӗн ача пахчине илсе каймалла пулнӑ. Пӗчӗкскер ашшӗ-амӑшӗ хыҫҫӑн урама тухса кайнӑ. Ҫакна аппӑшӗ сиссе юлман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ.